Сăрă ăстисем Турханпа сыв пуллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 15:11 Просмотров: 378

Турхан ялĕнче пĕтĕм тĕнчери "А.А.Кокель тата ХХI ĕмĕр" ХV пленэр-симпозиум хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.

Çав ятпа йĕркеленĕ сумлă мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Турхан ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, тĕнчери Кокель культура проекчĕн ертỹçи, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, тĕнчери культура тата искусство академийĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Васильев, пленэра хутшăнакансем тата ял халăхĕ явăçнă.

 Пленэр пирĕн районта августăн 5-15-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта Раççей çĕршывĕн тĕрлĕ регионĕн, Беларуç Республикин паллă ỹнерçисем хутшăннă.

Хăйĕн сăмахĕнче Рудольф Селиванов хамăрăн ентешĕмĕре Владимир Васильева тав тунă. Шăпах вĕсем Кокелĕн пĕтĕм тĕнчери пленэрне йĕркелессине пуçарса янă. Çакă районăн çеç мар, пĕтĕм Чăваш Енĕн культура пурнăçĕн историйĕнче паллă вырăн йышăнать. Муниципалитет ертỹçи мероприятие районта йĕркеленин истори пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă. Пĕчĕк пленэра Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн вĕренекенĕсем те çулленех явăçаççĕ. Вĕсен педагогĕсем палăртнă тăрăх паллă ỹнерçĕсемпе йĕркеленĕ пĕрлехи мастер-классем ачасене çакнашкал çỹллĕ шайри ăсталăха çеç вĕрентмеççĕ, чун-чĕре пуянлăхне те илме май параççĕ...

 А. ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика