Вĕсен паттăрлăхне  вăхăт хуплаймĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 14:29 Просмотров: 857

Александра Мрелкинан ашшĕ   Куçма та окоп чавнă çĕрте пулнă. Анчах та вёл унта нумаях ĕçлеймен, фронта янё ăна. 1900 çулта çуралнăскер хăйĕн ĕмĕрĕнче унччен те вăрçă курнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен те вăл чĕрĕ таврăннă, 92 çулччен пурăннă.

«Вăрçă вăхăтĕнче мана таçта та илсе кайнă. Вăрман та каснă, конюхра та ĕçленĕ, вăкăр к\лсе те ç\ренĕ. Çемьере эпĕ асли пулнă. Анне 8 ача çуратнă. Вĕсене \стерме асанне пулăшнă. Ĕне усранă эпир. Крахмал пуçтарма чупаттăмăр тата. Çавă пире выçлăхран вăйлă çăлчĕ. Витрепе йăтаттăмăр. Сортласа хураттăмăр, _ терĕ Александра Кузьминична. Кĕркунне мунчара е п\ртре улах лараттăмăр. Анне пире арлама çăм мар, чупĕк /с\с/ парса яратчĕ. Каччăсем ашкăнатчĕç те çăма тивертсе çунтаратчĕç, чупĕке çавăрса çапатчĕç» [5]. Окоп чавса килнĕ хыççăн хĕре Мускав облаçне завода ĕçлеме янă, сукна пĕветнĕ вăл. Ялти нумай çамрăк тăрăшнă унта.

Çакăн евĕр асаилÿсем пайтах. Хăш чухне тыл ветеранĕсемпе куçа-куçăн калаçнăнах туйăнса каять. Хăй вăхăтĕнче Атитанов Василий Матвеевич тата Мурзакаев Виталий Андреевич вĕрентекенсем тăрăшнипе «пĕрчĕн-пĕрчĕн» пуçтарнă шкул ачисен реферачĕсем пурăна киле историллĕ хаклă документа çаврăнасса никам та шутламан паллах. Шутланă пулсан, тен, татах та тĕпленрех тунă пулĕччĕç мар-и тĕпчев ĕçне вĕренекенсем? Куншăн та тав сёмахне тивĕç вĕсем.

Анат Тăрмăш хĕрĕ Иванова (Моисеева) Анна Александровна вара вăрçă çулĕсенче Республика тулашĕнче йывăр ĕçре кĕрмешнĕ: «Пире ĕçлеме каякансене ялтан салтака ăсатнă пек салтак юрри юрласах ăсатса ячĕç. Кĕркунне октябрь уйăхĕнче пире хулана илсе кайрĕç. Икĕ кун çĕрле те, кăнтарла та кайрăмăр. Çапла Свердловск хулине çитсе тăтăмăр. Çитсен мунча кĕрсе тасалтăмăр. Вăрăм барака вырнаçтарчĕç. Малтанласа пире шахтăна илсе анчĕç. 180 метр тарăнăшĕнче ĕçлемеллеччĕ. Вырăсла пĕлменнипе пире унта илсе анма пăрахрĕç. Ытти ĕçсене пурнăçланă. Чылайăшĕ йывăра чăтаймасăр тарса пĕтрĕç, эпир икĕ хĕрача çеç тăрса юлтăмăр. Ун хыççăн пире урăх çĕре илсе кайрĕç. Чугун шăратакан заводра ĕçлесе пурăнтăмăр. 1943-1946 çулсенче чăвашсенчен пĕччен вырăссем хушшинче ĕçлесе пурăнтăм. Пирвай питĕ йывăр пулчĕ пурăнма вырăсла пĕлменнипе. Кайран вĕрентĕм вырăсла, пурăнма хăнăхрăм. 1946 çулта мана отпуска ячĕç. Çапла вара эпĕ киле таврăнтăм. Çапла тÿссе ирттертĕм вăрçă нушине. Выççине те, сиввине те нумай тÿсрĕмĕр. Вăл нушасене тек никам та ан куртăр». Сăмах май Анна Александровна вăрçă хыççăн тăван ялтах тĕпленĕ. Мăшăрĕпе 13 ача çуратса ÿстернĕ, ача амăшĕн паттăрĕ ята тивĕçнĕ.

Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккине туса пĕтернĕ хыççăн вăрçă çулĕсенче Первомайски тата Чкалов районĕн çыннисене ытти çĕре те тĕрлĕ ĕç пурнăçлама илсе кайнă терĕмĕр. Кăна Кĕçĕн Арапуç ял советне кĕнĕ «Путь Социализма» колхоз 1942 çулхи август уйăхĕн 13-мĕшĕнче тунă список та çирĕплетет. Материал Шупашкарти хальхи истори архивĕнче упранать:

 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика