Чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 14:41 Просмотров: 811

Августăн 29-мĕшĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлекен район комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

Ларура шăрăх та типĕ çанталăка пула ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен тăкак тỹсме тивни пирки сăмах хускатнă.

 Çак ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Виктор Львов, "Раççей ял хуçалăх центрĕ" учрежденин Чăваш Республикинчи филиалĕн районсем хушшинчи уйрăмĕн начальникĕ Олег Глухов тухса калаçнă.

- Чăваш Республикинчи çут çанталăк пулăмне сăнаса тăракан центртан район администрацине çыру килчĕ. Унта Патăрьелĕнчи метеостанци кăтартăвĕсене шута илсе 2022 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хăрушă "атмосфера шăрăхĕ" пуçланни пирки пĕлтернĕ. Ял хуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕнче пĕр уйăх 25 градус ытларах шăрăх тăнине пула тăпрари нỹрĕк 5 мм çеç пулнă. Ку, паллах, тĕш тырăна, çĕр улмипе пахча çимĕçе кирлĕ пек аталанма, нумай çул ỹсекен курăксене ỹсме чăрмантарчĕ, кĕрхисене акма çĕре типĕтсе ячĕ,- тенĕ Виктор Львов. Çакна шута илсе комисси район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетес тенĕ, район администрацийĕ йышăну кăларнă.

Сăмах май каласан, Чăваш Енре августăн 31-мĕшĕнчен тытăнса регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вăя кĕнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика