Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 14:46 Просмотров: 853

 Авăнăн 2-мĕшĕ - 1945 çулхи çав кун Японие капитуляцилени çинчен çырнă акт çине Совет Союзĕн, Америкăн Пĕрлешỹллĕ Штачĕсен, Китайăн, Великобританин, Францин тата ытти союзлă патшалăхсен представителĕсем алă пуснă. Çак кун иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнипе историе кĕрсе юлнă.

Авăнăн 9-мĕшĕ - 1812 çулхи çав кун Михаил Кутузов ертсе пынă вырăс çарĕсем Бородино сали çывăхĕнче французсен çарĕсемпе пынă юнлă çапăçăва тỹссе ирттернĕ, ун хыççăн тăшмана малалла аркатнă.

Авăнăн 14-мĕшĕ - 1790 çулхи çав кун Федор Ушаков ертсе пынă вырăс эскадри Тендр мысĕ çывăхĕнче турккăсен эскадрине çапса аркатнă.

Авăнăн 21-мĕшĕ - 1380 çулхи çав кун Дмитрий Донской княç ертсе пынă вырăс полкĕсем Куликово çапăçăвĕнче орда çарĕсене çĕнтернĕ.

Авăнăн 24-мĕшĕ - 1799 çулхи çав кун вырăс çарĕсем Александр Суворов ертсе пынипе Швейцарири Сен-Гортард тăвĕсем урлă çул хывса паттăрлăх кăтартнă.

Авăнăн 26-мĕшĕ - 1914 çулхи çав кун Николай Иванов ертсе пынă вырăс çарĕсем Галици çапăçăвĕнче Австрипе Венгри çарĕсене çапса аркатнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика