Авăн уйăхĕ - яваплă тапхăр

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 15:03 Просмотров: 861

Садра. Çак вăхăтра сад ăстисен улма-çырла пуçтарса кĕртмелле, йывăç-тĕме хĕл каçма хатĕрлемелле, тăпра пулăхне лайăхлатмалла тата ытти те. Паллах, пулас тухăç никĕсне те хывмалла. Авăн уйăхĕнче хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан тĕммисене сайралатмалла. Сиенленнĕ хунавĕсене, турачĕсене касмалла. Чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен асăрханма хими хутăшĕпе сирпĕтмелле.

Ку вăхăтра çамрăк хунавсем лартмалла. Çак ĕçе йĕплĕ хурлăханпа хурлăханран тытăнмалла. Вĕсем тымар лайăх яраççĕ. Пысăк тухăç илес тесен хĕвел ỹкекен вырăн суйласа илмелле. Шăтăкне (40х60) 1-2 витре çĕрĕк тăпри е компост, 250-300 г суперфосфат, 50 г кали сульфачĕ, 1 стакан йывăç кĕлĕ хывмалла. Тин кăларнă тислĕк, азот удобренийĕ хывма юрамасть - тымарне çунтарать. Лартас умĕн хунава 5-6 сехет шывра тытмалла. Сиенленнĕ, чирлĕ турата касмалла. Авăн уйăхĕн çурринчен хăмла çырли, пилеш, кашкăр çырли лартма юрать. Уйăх вĕçĕнче улмуççи, груша лартма вăхăт. Слива, чие вара çуркуннеччен тăхтĕç.

Пахчара. Йăран çинче юлнă помидора татса хĕрелме хумалла. Теплицăна е парнике йăлтах тасатса кăлармалла, дезинфекцилемелле. Ун валли "Шерп" препарат та юрать. Авăн уйăхĕн çурринче кишĕр, кăшман, çарăк кăларса пуçтармалла. Тымар çимĕçе сортласа хăйăрпа хутăштармалла, упрама хумалла. Купăста пуçне хуртран тасатма тăварлă шывпа шăвармалла (10 л шыва 1 стакан) е нашатырь спирчĕпе усă курмалла (10 л шыва 50 г) Çĕр улми вăрлăхне упрама хурас умĕн маргацовка шывĕпе йĕпетмелле, хĕвел çинче типĕтмелле. Ăна ешчĕкре упрасан лайăхрах.

Çĕр улмие пилеш çулçипе, армутипе, сухан хуппипе хутăштарса хурсан та çĕрĕшмест, шăши ермест. Пахча çимĕçе пуçтарса кĕртнĕ хыççăн аврине, тунине компоста хывмалла. Пушаннă йăрана чавмалла, 1 тăваткал метра йывăç кĕлĕ (50 г), суперфосфат (20 г), кали хлорĕ (20 г) хывмалла. Удобрени вырăнне 40 г аммофоскăпа усă курсан та юрать.

Чечек пахчи. Типнĕ туратсене иртмелле, вăррине пуçтармалла. Çак тапхăрта тĕмĕсене уйăраççĕ, флокс, астильба, солидаго, рудбеки чечексене куçарса лартаççĕ. Тăм ỹксен георгин тымарне кăлармалла, типĕтсе упрама хумалла. Нарцис, тюльпан лартмалла. Шăтăкне тарăнрах тумалла, хăйăр хывмалла. Уйăх вĕçĕнче гладиолус, монтбреци, канна тата ытти чечек тымарне кăлармалла. Кĕл чечек тунине çĕртен 20 см хăварса касмалла, типĕ çулçăпа е чăрăш турачĕпе хупламалла. Нумай çул ỹсекен курăксене сивĕрен пурне те çапла хỹтĕлемелле.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика