Асăрханăр: шыва кĕмелли вăхăт иртсе пырать!

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 16:12 Просмотров: 817

 КĂÇАЛХИ çурла уйăхĕ типĕ те шăрăх тăни аслисене те, ача-пăчана та юханшыв хĕррине ытларах илентерчĕ.Çавна май республикăра путса вилекенсем те йышлă. Иртнĕ канмалли кунсенче çеç Атăлтан 45 çулсенчи арçын тата 18ти каччă ишме кĕнĕ те тухайман. Вырсарникун вара Куславкка районĕнчи 14 çулхи икĕ арçын ача шыва кĕме юраман юханшыв çыранăн тепĕр енне ишсе каçма шут тытнă. Анчах пĕри унăн варрине çитсен путнă... Çавăнпа та пĕлмен е юраман çĕрте шыва кĕме пачах та юрамасть! Çакна аслисен çамка çине картсах хумалла, ачасене пĕве-кỹлĕ таврашне хăйсене кăна кайма ирĕк памалла мар. Ку таранччен пирĕн районта çакнашкал усал тĕслĕх пулман. Инкекрен Турă сыхлатăрах, паллах. Анчах çакă асăрханулăхпа тимлĕхе хавшатмалли сăлтав ан пултăр.

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика