Çу кунĕсем хыçа юлчĕç пулин те пушар хăрушлăхĕ чакмасть-ха...

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2022, 11:31 Просмотров: 714

КАЛЕНДАРЬТИ çу кунĕсем хыçа юлчĕç пулин те пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли йĕрке çав-çавах çивĕч. Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 47 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-кăвар алхаснипе çыхăннă 39 инкеке шута илнĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков çак тапхăрта техникăна вут хыпнă тĕслĕхсем нумайланнине те пĕлтерчĕ. Темиçе кун каялла çеç Тутар Сăкăтĕнче хапха умĕнче ларакан автомашина çунса шалти салонĕ юрăхсăра тухнă. Сăлтавĕ - электрооборудовани юсавсăр пулни. Маларах районти икĕ ялта ГАЗель комбайн вут серепине çакланнă.

Августăн 27-мĕшĕнче вара Шăнкăртамри пушă çĕр лаптăкĕнче типĕ курăка вут хыпнă. Юрать-ха ăна асăрхаса вăхăтра сỹнтернĕ. Кăшт маларах çакнашкал инкек Пăлакассинче сиксе тухнăччĕ.

Типĕ курăка, хыт хурана, ытти çỹп-çапа çунтарма юраманнине тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Çакăншăн уйрăм граждансене те, юридика пĕлтерĕшлисене те саккунпа айăплама, штраф пама пултарççĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика