95 çул - мăнаçланмалли нумай!

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2022, 11:33 Просмотров: 727

95 çул - район историйĕшĕн пĕр ĕмĕрхи юбилей умĕнхи пĕлтерĕшлĕ паллă. Сентябрĕн 2-мĕшĕнче тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак сăлтавпа чылайлăха асра юлмалли уяв иртрĕ. Патăрьел районĕ хăйĕн аталану çул-йĕрĕпе, ырă йăли-йĕркипе çеç мар, пархатарлă çитĕнĕвĕсемпе, ĕçчен те пултаруллă, туслă халăхĕпе, паллă çыннисемпе тата ыттипе те пуян. Район юбилейне чыслă та сумлă хăнасем йышлăн çитрĕç, вĕсем тĕрлĕ объекта уçнă çĕре, культура мероприятийĕсене, куравсене хутшăнчĕç, район халăхĕпе пĕрле уявра савăнчĕç.

Маттурах çав Патăрьелсем, паттăр çĕрĕнче пурăнакансем!

Юратнă районăмăр 95 çулта тесен кам ĕненĕ? Вăл çуллен хитреленсе те илемленсе, вăйланса та тĕрекленсе пырать. Çуллен çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ, ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ. Маттурах çав Патăрьелсем, паттăр çĕрĕнче пурăнакансем! Çак шухăша сентябрĕн 2-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхне юбилейпе саламланă май нумайăшĕ палăртрĕç.

Савăнăçлă уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Сергей Семенов, республикăри муниципалитет тата хула округĕсен пуçлăхĕсем, ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсене Патăрьел район пуçлăхĕ Николай Тинюков тата Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕç.

Мероприяти Хирти Пикшикре сĕт йышăнса тирпейлекен "Молочные зори" ял хуçалăх кооперативĕ уçăлнипе пуçланчĕ. Талăкра 100 тонна типĕтнĕ сĕт хатĕрлекен цеха 2020 çулта тума пикеннĕччĕ. Хуçалăх хăй укçине хывнисĕр пуçне патшалăх паракан грантпа та усă курнă. Кооператив ертỹçи Зульфир Алигберов пĕлтернĕ тăрăх, малашлăхра вăл талăкра 200 тонна продукци кăларма палăртать, 70 çын валли ĕç вырăнĕ хушăнать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сыр хатĕрлекен цеха, лабораторисене, сĕте пастеризацилесе хутаçсене тултаракан уйрăма кĕрсе курчĕ. Чĕр тавартан сутмалăх хатĕр продукци тума пикеннишĕн савăннине пытармарĕ.

Продукцие Чăваш Енре пурăнакансем кăна мар, Самара, Владимир, Мускав облаçĕсенче, Тутарстан тата Марий Эл Республикисенче туянма пултараççĕ, çакна валли килĕшỹсем тунă. Кунта цех уçăлни Хирти Пикшик ял тăрăхĕшĕн кăна мар, районшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пирки Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та палăртрĕ.

 - Сĕте вырнаçтарасси, унăн хакĕ ял халăхне яланах хумхантарнă. "Молочные зори" кооператив хута кайни ку ыйтăва татма май парать, - терĕ Рудольф Васильевич пĕтĕмлетсе.

Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине аталантарасси наци проектĕнче тĕп вырăнта тăрать. Программа пулăшнипе районта сиплев учрежденийĕсем çĕкленеççĕ, çĕнелеççĕ. Районăн юбилейĕ тепĕр савăк самантпа асра юлĕ. Çак кун Сăкăтра врач амбулаторине хĕрлĕ хăю касса кĕчĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Сăкăт ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Людмила Елагина çĕнĕ "больницăшăн" ЧР Пуçлăхне Олег Николаева, район ертỹçисене, Патăрьелĕнчи тĕп больница тухтăрне тав турĕ.

- Çакăн пек пысăк парнешĕн тав сăмахĕ каламалăх пур! Кунта халь ĕçлекенсене кăна мар, ял халăхне те хăтлă, кăмăллă. Эпир кун пек çутă кабинетсем, хальхи вăхăтри сиплев хатĕрĕсем пирки ĕмĕтленме те пултарайман... - терĕ сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче 35 çул тăрăшакан Елена Воробьева.

"Стройкомфорт" пĕрлешỹ (директорĕ Миневазых Алимов) хăпартнă Патăрьелĕнчи тăватă хутлă нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен те савăнăçĕ иксĕлми пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕ тата ытти хăнасем Динар тата Вероника Камалетдиновсен çĕнĕ хваттерне кĕрсе курчĕç. Икĕ ача çитĕнтерекен мăшăр патшалăх ялта пурăнакансен çурт-йĕр, пурнăç условине лайăхлатма тăрăшнăшăн тав турĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçлĕхлĕхпе, самана таппипе тан утма тăрăшнипе палăрса тăраççĕ. Грантсемпе, патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курса хăйсен ĕçĕсене йĕркелеççĕ. Муниципалитет тата хула округĕсен ертỹçисем çакна хăйсем курса ĕненчĕç. Сухан-çевок туса илессипе ăнăçлă тăрăшакан хуçалăхсенчен пĕрне - "Лук-Агро" кооператива - çитсе килчĕç. Çавăн пекех Шăнкăртамри Ферид Чабатов фермер осетра йышши ăратлă пулăсем ĕрчетекен бассейна кĕрсе курчĕç. Аш-какай тата сĕт тирпейлекен "Батыръ", "Баракат" тата "ЭкоПродукт" кооперативсенче пулчĕç.

 - Патăрьелсем чăннипех те маттуррине паян тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Ял хуçалăхне аталантарнисĕр пуçне урăх отрасльсенче те вăй хураçĕ. Кашни хуçалăх, фермер хуçалăхĕ, кооператив çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшать. Шăпах çакă çитĕнỹсем тума, района аталанма май парать, - терĕ Чăваш Республикинчи Муниципалитетсен пĕрлĕхĕн канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, министрсем тата ыттисем те Юхмапа Пăла тăрăхне 95 çулхи юбилейпе саламланă май тата та пысăкрах çитĕнỹсем тума сунчĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика