Танкист-ветерансем професси уявне хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 13:47 Просмотров: 615

 РАЙОНТА тĕрлĕ çарта службăра пулнисем хăйсен професси уявне пĕрле пухăнса паллă тăвасси ырă йăлана кĕчĕ. Ку тĕлĕшпе танкист-ветерансем те çулсеренех сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче районти çар комиссариачĕ умĕнче вырнаçтарнă палăк умне пуçтарăнаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи танкистсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Николай Николаев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх сумлă уяв кăçал та сарăмсăр иртмĕ. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче ветерансем танк-палăк умĕнче йĕркелекен митинга 10 сехет валли пуçтарăнаççĕ. Яланхи пекех мероприятире ăшă салам сăмахĕсем нумай пулĕç, çав вăхăтрах çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывакан, общество пурнăçне хастар хутшăнакан танкистсене Тав хучĕсемпе чыслĕç. Уяв кунĕнчех танка района илсе килсе вырнаçтаракан Василий Николаева чыс туса палăк постаменчĕ çине унăн хушаматне çырса палăртнă ятарлă плитка та вырнаçтарĕç, ушкăнпа Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹре пулĕç, уява концертпа вĕçлĕç.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика