2023 çул - Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 13:49 Просмотров: 589

Çакна çирĕплетекен указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă.

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетессине, социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерессине, вĕренме, пултарулăхне аталантарма, хушма пĕлỹ, спорт, физкультура инфратытăмне йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Сăмах республикăри 230 пине яхăн ача пирки пырать.

 Çулталăк тематикине, палăртмалла, тĕплĕ сỹтсе явнă хыççăн çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн, Чăваш Енри Общество палатин, Чăваш Енри Эксперт клубĕн сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Çавăн пекех "Хыпар", "Грани", Чăваш наци тата "Чăваш Ен" патшалăх телерадиокомпанийĕсем хăйсен официаллă сайчĕсенче тата социаллă сетĕсенчи страницисенче, ял-хула урамĕсенче ыйтăм йĕркеленĕ. Телейлĕ ачалăх темине, сăмах май, 2022 çул валли те сĕннĕ пулнă, пĕлтĕр вăл 20 ытла процент сасă пухнă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика