Ентеш ячĕпе - турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 13:56 Просмотров: 580

Шкул ачисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессине малалла аталантарас, сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарас тĕлĕшпе Тикешре шăпах район юбилейĕн мероприятийĕсем пынă вăхăтра Раççей спорт мастерĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физвоспитани кафедрин аслă преподавателĕн, Раççей категориллĕ судйин, çак ялта çуралса ỹснĕ Сергей Семенов парнисемшĕн уçă турнир иртнĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, Сергей Семенов тата спорт ветеранĕсем саламланă.

Рудольф Селиванов пурне те çĕнĕ çитĕнỹсем, кĕрешỹре ăнăçу суннă. Çавăн пекех Юхмапа Пăлаçи тăрăхĕнче спортăн 40 ытла енĕпе ăмăрту иртнине палăртнă. Турнирсем районта çуралса ỹснĕ ăста спортсменсен ячĕсене палăртма, вĕсем пек пулма хавхалантараççĕ. "Ентешсем тăван ене манманни савăнтарать. Çакна паянхи мероприяти те уççăн çирĕплетет. Унта ватти-вĕтти пуçтарăннă...", - тенĕ Рудольф Васильевич.

Вăл Сергей Семенов тата Юрий Моисеев спорт ветеранĕсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕсемпе чысланă.

Ăмăртусем 2005-2014 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче 4 ỹсĕм çулĕпе 13 виçе категорийĕпе иртнĕ. 2006-2011 çулсенче çуралнă хĕрачасем икĕ ỹсĕм çулĕпе 5 виçе категорийĕпе ăмăртнă.

Вĕсене Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи 100 ытла çамрăк спортсмен хутшăннă. Мала тухнисемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысланă.

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика