Асăну хăми уçнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2022, 10:45 Просмотров: 486

Шăхач ялĕнче Украина территорийĕнче ятарлă çар операци вăхăтĕнче пуçне хунă Александр Тимайкина асра тытса асăну хăми уçнă.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, Шăхач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лилия Кутузова, район депутачĕсен Пухăвĕн VII созывĕн депутачĕ Владимир Фролов, Аслă Чемен вăтам шкулĕн директорĕ Наталия Адидатова, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, Александр Тимайкинăн ашшĕпе амăшĕ Василий Александровичпа Тамара Александровна, ял халăхĕ тата вăтам шкулти çамрăк армеецсем хутшăннă.

"Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ хỹтĕлевçине пăхса ỹстернĕ Александр ашшĕпе амăшĕ умĕнче пуç таятпăр, вĕсене сывлăх, чăтăмлăх сунатпăр",- палăртнă Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарлă çар операци вăхăтĕнче пуç хунисен ячĕпе спорт тата культура мероприятийĕсем йĕркелессе, вĕсене йăлана кĕртессе палăртнă.

 Аслă Чемен вăтам шкулĕн директорĕ Наталия Адидатова Александр Тимайкина асра тытса октябрĕн 5-мĕшĕнче, Учитель кунĕнче, вĕренỹ çуртĕнче паттăр парттине вырнаçтарасси пирки пĕлтернĕ.

Тамара Александровна власть органĕсем, ял халăхĕ, тăванĕсем вĕсемпе пĕрле çухатăва, хуйха пайланишĕн тав туса çапла каланă: "Пирĕн ывăл Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи пулма ĕмĕтленетчĕ. Çакна хăй суйласа илчĕ. Паян та ял каччисем служба тивĕçне çар ретĕнче пурнăçлаççĕ, мирлĕ халăха пулăшаççĕ. Вĕсем яла чĕрĕ те сывлăхлă таврăнччăрах...".

 Александр Тимайкина вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика