Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2022, 11:06 Просмотров: 377

Музыкант, Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм Союзри конкурссен лауреачĕ Владимир Аркадьевич Сакмаров 60 çул каялла (18.09.1962) Пăлапуç Пашьелĕнче çуралнă.

 В. Сакмаров Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинче тата Гнесинсен ячĕллĕ Музыкăпа педагогика патшалăх институтĕнче вĕреннĕ. 1987-1991 çулсенче çак институтрах опера студийĕн оркестрĕн, каярах "Останкино" Раççей телекомпанийĕн Пысăк симфони оркестрĕнче солист пулса ĕçленĕ. 1993-2000 çулсенче Ф.Э. Дзержинский ячĕллĕ Раççей Федерацийĕн ШĔМ çар академийĕн оркестрĕн концертмейстерĕнче, 2000-2004 çулсенче Чăваш патшалăх академи симфони капеллин оркестрĕн солисчĕнче тăрăшнă. 2004 çултанпа Мускав патшалăх филармонийĕн оркестрĕнче солист пулса ĕçлет.

 ("Çулталăк кĕнекинчен").

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика