Утмăл çул алла-аллăн утаççĕ-ха танлăн

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2022, 11:07 Просмотров: 393

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе çеç мар, нумай çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ çемьесемпе те пуян. Вĕсем пурте çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх. Акă, çак кунсенче çеç Анат Туçари Иван Яковлевичпа Лидия Алексеевна Барановсем çемье чăмăртанăранпа 60 çул çитнине паллă тунă. Хисеплĕ ĕç ветеранĕсене бриллиант туй ячĕпе Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ, Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алена Мальцева саламланă, район администрацийĕн пуçлăхĕн салам çырăвне çитернĕ, хальхи вăхăтра та алла-аллăн тытăнса танлăн утакан мăшăра çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç суннă. Çамрăклах ĕçпе пиçĕхнĕ ĕç ветеранĕсем çулне кура мар килти хушма хуçалăхри ĕçсене те хутшăнаççĕ.

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика