Куккурус выраççĕ, çĕр улми кăлараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2022, 11:09 Просмотров: 385

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Батыревский" пĕрлешỹре тата "Красное Знамя" хуçалăхра ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вĕсенче халь шăпах çĕр улмие тата куккуруса пухса кĕртессипе, силос хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Кĕрхи культурăсене акса пĕтернĕ.

Хуçалăхсем çуллен аталанса пыни, çĕнĕ объектсем çĕклени, пуррисене юсаса тăни савăнтарать.

Кĕрхи ĕçсене вăхăтра вĕçлесси пирки калаçнă май Рудольф Селиванов Петр Ялуковпа Петр Никифоров ертỹçĕсене палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, техника хăрушсăрлăхне пăхăнса вăй хума сĕннĕ.

(Хамăр корр.).

..Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 99 процент пушаннă: 17503 гектартан 58623 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ.

..Çĕр улми 160 гектар кăларнă.

..Куккурус 92 гектар вырнă.

..Кĕрхи культурăсене 1791 гектар акнă.

..Кĕрхи çĕртме 3225 гектар сухаланă.

..Выльăхсене валли 7250 тонна силос хывнă. Пĕр условлă ĕне-выльăх пуçне 24,3 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика