Сăвăрсем хĕллехи ыйха хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2022, 08:50 Просмотров: 339

"ПРИСУРСКИЙ" заповедникри сăвăрсем синоптиксем пекех çанталăк çывăх вăхăтра мĕнле пулассине сисеççĕ-мĕн. Çакскерсем хăйсен шăтăкĕсене хĕл каçма кĕрсе те тарнă иккен. Специалистсем сăнанă тăрăх çанталăк маларах сивĕтме пуçлассине сиссе кăшлакан чĕрчунсен пĕрремĕш ушкăнĕ августăн 8-мĕшĕнче, теприсем вара тепĕр 11 кунтан хăйсен "çурчĕсен" алăкĕсене хĕл каçма хатĕрленсе хупнă. Сăмах май каласан, çывăрнă чухне вĕсен ỹт температури 4-8 градус таранах анса ларать. Çак вăхăтра вĕсем маларах ỹт çумне пуçтарнă çупа çеç пурăнаççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика