Районта - банк управляющийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2022, 08:52 Просмотров: 285

Çак кунсенче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Атăл-Вятка Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕпе Анастасия Трутневăпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулура банк аталанăвĕн малашлăхĕ, клиентсене финанс пулăшăвне парас, пурăнмалли çурт-йĕре кредитлесси, пенсионерсене комплекслă пулăшу парасси пирки калаçнă. Çавăн пекех терминала талăкăпех ĕçлеттерес, банк уйрăмĕн ĕçне пахалăхлă йĕркелес ыйтусене те хускатнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов калаçура район çыннисемшĕн банк пулăшăвĕ тулли калăпăшпа тата пахалăхлă пулни пĕлтерĕшлине, банкпа малашне те туслă çыхăну тытнине палăртнă.

Анастасия Трутнева район ертỹлĕхне пур енлĕ пулăшушăн тав тунă, малашне пĕрлехи çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессине, район экономикин тĕрлĕ сферине инвестицисем хывассине, харпăрçăсене "Агент сечĕ" урлă регистрацилесе аталантарассине, финанс тата цифра сферинче килĕштерсе ĕçлессине пĕлтернĕ.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика