Ватти-вĕтти старта тăчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2022, 08:55 Просмотров: 274

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче пирĕн районта та "Наци кросĕ-2022" иртрĕ. Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионти спорт уявне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш созыври депутачĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева, спорт ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ Алексей Краснов, халăх академикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ Валерий Салмин саламларĕç.

 Официаллă пайра спорт ветеранне Валерий Салмина "Патăрьел районне туса хунăранпа - 95 çул" юбилей медалĕпе чысларĕç (ỹкерчĕкре).

 Çăмăл атлетсем 5 дистанцире чупрĕç. 1 класс ачисем 200 метра, 2-3, 4-5 классенче вĕренекенсем, ветерансем (45 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе 50 çултан иртнĕ арçынсем) 400 метра, 6-7 классене çỹрекенсем 800 метра, 8-9 - 1000 метра, 10-11 классем 2000 метра парăнтарчĕç.

"Наци кросĕ" - çуркуннехи-çуллахи спорт сезонне хупакан йăлана кĕнĕ мероприятисенчен пĕри. Унта пĕр шухăшлă çынсен - ертỹçĕсен, депутатсен, вĕрентекенсен, ветерансен, çамрăксен, шкул ачисен - пысăк ушкăнĕ юнашар чупать. Патăрьелсем спортăн тĕрлĕ енне кăмăллаççĕ. Аталанма мĕн пур услови çителĕклĕ.

"Наци кросне" хутшăнакансен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăлланипе те çыхăннă çакă",- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова.

 Кашни дистанцири, ỹсĕм çулĕсенчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.

Пур ял тăрăхĕнче те çăмăл атлетикăна кăмăллакансем çак кун "Наци кросне" явăçрĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика