"Ĕмĕр юратупа пĕрле"

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2022, 09:01 Просмотров: 288

Нумай пулмасть Патăрьел районĕ 95 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ уяв мăнаçлăн кĕрлесе иртсе кайрĕ. Çак ятпа район центрĕнче сумлă мероприяти сахал мар йĕркелерĕç. Вĕсенчен пĕри - темиçешер çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан çемьесен "Ĕмĕр юратупа пĕрле" парачĕ.

Чыслава хутшăннă мăшăрсем пурте ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ, общество пурнăçĕнче хастар, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ тата ытти те. Парада хутшăннисенчен Вăтаелĕнчи Владимир Самсоновичпа Мария Никифоровна Кудрявцевсем - 50, Тикешри Василий Афанасьевичпа Валентина Алексеевна Егоровсем - 45, Каншелĕнчи Анатолий Александровичпа Альбина Степановна Ильинсем - 40, Нăрваш Шăхалĕнчи Селивестр Петровичпа Галина Михайловна Шалтыновсем - 35, Çăл Атăкри Борис Петровичпа Елена Валентиновна Емельяновсем - 30, Тутар Сăкăтĕнчи Марат Рифкатовичпа Алсу Шайдулловна Куликовсем - 25, Патăрьелĕнчи Станислав Фердинантовичпа Наталия Алексеевна Никитинсем - 20, Сăкăтри Юрий Александровичпа Екатерина Геннадьевна Лаврентьевсем - 15, Патăрьелĕнчи Василийпе Алевтина Лепешкинсем - 10, Шăнкăртамри Маратпа Наиля Шамбазовсем 5 çул мăшăр пурнăçпа пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ.

Çирĕп çемье - пуриншĕн те ырă тĕслĕх, патшалăх никĕсĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăтартуллă та ырă тĕслĕхлĕ, ĕçчен те пултаруллă мăшăрсем, çемьесем сахал мар. Юбилей парадне хутшăннисем шăпах çавăн пек çемьесем.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика