Пĕрлĕхре - вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2022, 11:04 Просмотров: 211

Донецк тата Луганск ХалăхРеспубликисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççей Федерацийĕн йышне кĕрес ыйтупа референдум ирттереççĕ. Вĕсен шухăшне Раççей Президенчĕ Владимир Путин ырласа йышăннă.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Донецк тата Луганск Халăх Республикисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççей йышне кĕрессишĕн референдумсем ирттерме палăртнине ырласай ышăнатăп. Çак территорисем Раççейпе пĕрлешни - кирлĕ йышăну, вăл тахçанах пиçсе çитнĕччĕ. Вăл пирĕн истории пуласлăхĕшĕн яваплă самант шутланать. Пирĕн халь йывăрлăхсене пăхмасăр хамăрăн тăнăçлăхшăн кăна мар, пулăшу кирлисен тăнăçлăхĕшĕн те тăрăшмалла. Эпир пĕр халăх, çавна май çак йывăр тапхăрта пĕрле пулмалла.

Светлана КУЛАКОВА, ЧНКн Патăрьел район уйрăмĕн председателĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи:

 - Раççей авалхи кун-çуллă, хăйне евĕрлĕ культурăлл ăаслă çĕршыв. Кунта нумай-нумай ĕмĕр туслăн та килĕштерсе пурăнакан тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркипе пурнăç тытăмĕ типтерлĕн сыхланса упранать тата ăруран ăрăва куçса пырать. Пурнăç ырă еннелле çаврăнасса, лару-тăру лайăхланасса шансах тăратăп. Çавăнпа та эпĕ Донецк тата Луганск Халăх Республикисене, Херсон тата Запорожье облаçĕсене Раççей йышне кĕрес ыйтупа ирттерекен референдумсене ырласа йышăнатăп. Пĕрлехи вăйсене пĕрлештерни çĕршыв ааталанма çеç пулăшĕ.

Сергей ШАДИРЯКОВ, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ:

- Референдум ирттерессине ырлатпăр эпир те. Пĕрле пулмалла пирĕн. Каялла чакма юрамасть. Тăванла халăхсем Крым пекех Раççейĕн пысăк çемйине кĕрĕç. Паянхи кун мĕншĕ нмирлĕ халăха вăрçă пахăратмалла? Туллии маар мобилизаци те кирлĕ утăм. Çар специальноçĕсемлĕ хỹтĕлевçĕсем инкеке лекнисене пулăшни сăваплă та яваплă пулăм.

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика