Йĕркене пĕчĕкрен хăнăхмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2022, 11:14 Просмотров: 247

Ачалла вĕренни чул çинче, ватăлла вĕренни юр çинче, тенĕ ваттисем. Çавăнпа та çул-йĕр правилисене те ача садĕнченех хăнăхса, вĕренсе пыни пурнăçра тĕрлĕрен пăтăрмаха, инкек-синкеке сирме çеç пулăшать. Пирĕн инспекторсем çак тĕллевпе час-часах районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче пулаççĕ, ачасемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ тата ытти те. Çак кунсенче çеç РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн инспекторĕсем хăрушсăрлă хэрнине хутшăнса участоксенч иуполномоченнăйсемпе тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай сотрудникĕсемпе районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче пулса çул-йĕр правилисене пăхăнмалли, вĕсене пăсма юраманни пирки калаçусем ирттерчĕç. Тĕлпулусенче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем кĕçĕн класра вĕренекенсемпе çул-йĕр правилисе мпирки калаçрĕç, çĕнĕлĕхсемп епаллаштарчĕç, викторинăсем, конкурссем ирттерчĕç, тумтир çине çыпăçтарма каçхине çутатакан элементсем парнелерĕç.

Р. СТАРШОВ, РФ ШĔМĕнрайонсемхушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика