Çĕннипе тата кăсăклипе паллашма май паракан шанăç

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2022, 10:15 Просмотров: 79

 Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин "PRофи-21" професси ăсталăхĕн конкурсĕ пуçланчĕ. Сăмах май каласан, вăл иккĕмĕш хут иртет.

Унта патшалăх влаç органĕсенче обществонноçпа çыхăну йĕркелес енĕпе ĕçлекен специалистсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, студентсем, 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем, медиаклубсен, медиацентрсен тата медиастудисен членĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Заявка йышăннă тапхăрта тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла: конкурс сайтĕнче анкета тултармалла, видеосалам, прооект презентацине вырнаçтартармалла, тест ыйтăвĕсене хуравламалла.

Заявкăсене ноябрĕн 6-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурсăн куçăн тапхăрĕ тата финалĕ декабрь уйăхĕнче пуçланать.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика