Шăпăрлансене халалланă пурнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2022, 10:16 Просмотров: 136

- Ĕçлĕ кун-çулăмра пирĕн алă витĕр садикрен миçе ача воспитани илсе пурнăç çулĕ çине тухнине шутлама та çăмăлах мар. Унчченрех 4 ушкăнччĕ. Кашнийĕшне 15 ачаран кая мар çỹретчĕ. Пĕрле ĕçлекенсем - Галина Кузнецова, Людмила Михайловна, Людмила Ильинична, Раиса Васильевна Зайцевасем, Галина Перепелкина, Галина Рубцова, Галина Горшкова - пурте сахал мар ĕç стажĕллĕччĕ. Паян малтанхи выпусксенчи ачасен ăрăва малалла тăсаканĕсемпе ĕçлетпĕр. Вăхăт шăвать çав,- тет 33 çул Анат Туçари ача садĕнче воспитательницăра ĕçлекен Любовь Сорокина. Халĕ икĕ ушкăн садикра. Воспитательницăсем вара виççĕ. Оля Бабочкинăпа Елена Перепелкина тивĕçлĕ пĕлỹпе ĕçлеççĕ. Ачасемпе пĕрлехи мероприятисем сахал мар ирттереççĕ. Тăван тавралăхпа паллашмашкăн вылямалли ятарлă лаптăка тухсан та кĕр пуянлăхĕпе киленеççĕ. Шкул-сад пахчинче йывăçĕ те, çимĕçĕ те, илĕртỹллĕ чечекĕ те çителĕклех.

Ачасемпе ĕçленĕрен вĕсен ỹсĕмĕ телейлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ вопитательсем. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2023 çул Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе пĕлтерни те савăнтарать вĕсене. Çавна май республикăра, пирĕн районта, çав шутрах Анат Туçари шкул-садра та ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парассине тата пултарулăхне аталантарассине çитес вăхăтра тата ытларах тимлĕх уйăрма ĕмĕтленеççĕ.

 Ача ỹстерес тесен хăвăн та ун евĕр пулмалла. Вĕсемпе пĕр шайра пулса вылямалла. Вăййа ушкăна явăçтармалла. Чĕлхи уçăлса çитейменнисене сăмахсем калаттармалла. Сăвăсем вĕрентмелле. Сăпайлăха хăнăхтармалла тата ытти те. Ĕç практики çителĕклех Л. Сорокинан. Килте те воспитательница вырăнĕнчех Любовь Васильевна. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Асанне-кукамай, асатте-кукаçи пулнăскерсем ăрăва малалла тăсакансене те тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме пулăшаççĕ. Аслин, Сергейĕн, йĕкĕреш ывăлсем çитĕнеççĕ. Настя хĕрĕн ывăлпа хĕр ỹсет. Павел та çемьеллĕ.

Хăйĕн пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарнишĕн ỹкĕнмест Любовь Васильевна. Маларах вăл Çĕмĕрлери педагогика училищинче пĕлỹ пухнă. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика