Çĕнтерỹшĕн пуç хунă салтак яла "таврăннă"

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2022, 10:16 Просмотров: 65

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр малалла шăвать. Аслă ăрăвăн çулĕсем хушăнаççĕ. Çут тĕнчене çамрăксем килеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕренпе те саккăрмĕш теçетке çул тулать. Унта хутшăннисем сайралса та сайралса пыраççĕ.

Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçисене асран кăлармастпăр эпир. Чехи патриочĕ Юлиус Фучик çапла каланăччĕ: "Çĕршывшăн кĕрешсе пуç хунисем çинчен тăрăшсах материалсем пуçтарăр. Ятсăр мар вĕсем. Пурте паянхи мирлĕ тỹпешĕн кĕрешнĕ. Вĕсен те пурăнас та пурăнас килнĕ...". Çак сăмахсем кашни çынна тарăн шухăша ямалла.

- Эпĕ ача чухнех асанне мана шкапра упранакан сарăхса кайнă кивĕ хута час-часах илсе вуласа пама ыйтатчĕ. Унта Санька тете Воронеж облаçĕнчи Острогожски районĕнчи Коротояк хулине хỹтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен çырнăччĕ. Хурланса йĕретчĕ вара. Пурпĕрех ывăпĕ алăка уçса килсе кĕрессе куç пек кĕтетчĕ... Манăн та куçсем шывланатчĕç. Асаннене хăçан та пулсан тете вил тăпри çине кайса килетпĕрех тесе сăмах параттăмччĕ. Пуçран кушăрканă аллисемпе шăлатчĕ... - тет тĕп килте ỹссе çитĕннĕ ăрăва малалла тăсакан Мария мăнукĕ.

Çулĕ çывăх мар. Инçе çула çывăхлатса тухса кайма хăюлăх та кирлĕ. Панă сăмаха тытасси пирки сахал мар пуç ватнă Мария. Унăн шухăшне пĕр тăван Лидия та пĕлнĕ. Кăçал вара ĕмĕте пурнăçлама тĕв тытнă. "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн обществăлла йышăнăвне ыйтупа тухнă аппăшĕ. Унтан вĕсене Коротояка кайса килме билетсем туянса панă. Кĕтнĕ кун çитнĕ. Пĕр тăвансем июнь уйăхĕнче аякри çула тухнă.

Александр Медведев 1923 çулта Тăрăн ялĕнче çуралнă. 7 пĕр тăван пулнă вĕсем. Санька Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухма ĕлкĕрнĕ. Шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

"Александр Семенович хĕрлĕ армеец Воронеж фронтĕнчи минăсене тĕп тăвакан 6-мĕш армин улттăмĕш бригадинче çапăçнă. Хулана хỹтĕлесе Дон юхан шывĕн çыранĕнче 1942 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хаяр çапăçура пуçне хунă. Вĕрентекенĕн шăпах вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче пурнăçран уйрăлма тивнĕ тата", вулатпăр пĕр çырура. Çемье летопиçĕн чĕрене ыраттаракан суранĕ вĕт çакă. Хурлану ăруран-ăрăва малалла тăсăлса пырать.

196 кун вут-çулăмра пулнă Коротояк.

Тăшман çав-çавах парăнма шутламан. Пирĕн те çухату сахал пулман. Сентябрĕн 1-2-мĕшĕсенче çеç дивизин 467 çынни вилнĕ тата аманнă. Нимĕçсен 3,5 ротине, пĕр миномет батарейине тĕп тунă. Танкне юрăхсăра кăларнă. Шăпах çакăнта вилнĕ те ĕнтĕ ентешĕмĕр. Снаряд ỹксе сирпĕнсе кайнăран кỹлепи те саланнах-тăр.

Дон юхан шывĕпе юн сăрхăннă. Çыран хĕрринче салтаксен виллисем выртнă.

Мĕнле терт-нуша курман-ши çакăнта мирлĕ халăх. Вĕсене вырман тырă ани çине кĕртсе янă нимĕçсем. Кайран вут чĕртнĕ. Тулли пучахсене усса ларакан уй çатăртатса çуннă. Çынсене чĕрĕллех вут айне кĕртнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене манмаççĕ Коротоякра. Пысăк мемориал çĕкленĕ. Унта 3-4 пин ят та пур-тăр. 19 çулхи Тăрăн каччин хушаматне те тĕл пулма пулать. Халăхĕ вара питĕтарават. Чăваш Енрен çитнĕ пĕр тăван Мария тата Лидия Федоровнасене çĕр варринче чукун çулĕн вокзалнех пырса кĕтсе илнĕ. Ял тăрăхĕн (вăрçă çулĕсенче хула пулнă) администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Трофимов патĕнче йышăнура пулнă. Культура центрĕн заведующийĕ Валентина Крутских архив материалĕсемпе паллаштарнă. Чиркĕве, музея çитнĕ. Ял библиотеки çумĕнчи "Шанăç" клуб членĕсемпе курнăçнă. Культура центрĕн ĕçченĕсем Дон çинче пынă хĕрỹ çапăçусем çинчен каласа панă.

Мемориал таврашĕ таса та тирпейлĕ пулни савăнтарнă. Йĕри-тавра чечек ешерет унта. Ял халăхĕ тытса тăрать çак илеме. Волонтерсем те харсăр.

 Салтаксене пытарнă масар çине те илсе кайнă Медведевсен ăрăвне малалла тăсакансене. Вĕсем унти тăпрана тăван яла илсе килнĕ. Кунти тĕл пулусем яланлăхах асра юлаççĕ. Паттăрсене манăçа кăлармалла мар пирĕн. Вĕсем тăван çĕршыва хỹтĕлеме пултарнă. Хăйсем вара çамрăклах вăрçă хирне выртса юлнă.

Александр Семеновичăн ашшĕпе амăшĕ Семен Григорьевичпа Матрена Ильинична хăйсем мĕн пурнăçран уйрăличченех ывăлне кĕтнĕ.

- Коротоякран киле килме пуçтарăннă каçхине тĕлĕк куртăм. Тĕлĕнмелле. Тăпрана унта мантарса хăварасран аса илтерчĕ пулас Санька тете,- тет Мария Федоровна.

 Вил тăприне кĕл тутарса масар çине вырнаçтарнă. Унта тăванĕсем пуçтарăннă. Çемьере чи кĕçĕнни Нина аппăшĕ çакăншăн савăнать те.

 Паянхи кун та пирĕн хушăрах паттăр. Унăн сăн ỹкерчĕкне çулленех Çĕнтерỹ кунне уявланă чухне "Вилĕмсĕр полка" тăратаççĕ.

"Пирĕн çĕршывра паттăрсен ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ. Çамрăксене патриотла воспитани панă çĕрте те çакнашкал тĕслĕхсемпе усă кураççĕ. Çитĕнекен ăру истори чăнлăхне пĕлтĕр тесе тăрăшатпăр. Май пур таран ку енĕпе хамăр та пулăшу кỹретпĕр",- тет "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Раççей Федерацийĕн федераци Канашĕн сенаторĕ Вячеслав Тимченко Медведевсен çемйине çула тухма кỹнĕ пулăшу панине çирĕплетсе. Çакăншăн Лидия Медведевăпа Мария Мидакова та хавас. Вĕсем пулăшу кỹнĕшĕн чунтан тав тăваççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика