Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 11:48 Просмотров: 84

Савăнăçлă пуху иртнĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей санэпидемстанцийĕ 100 çул тултарнине халалласа савăнăçлă пуху иртнĕ. Сумлă юбилей ячĕпе пухăннисене Надежда Луговская саламланă. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă, сотрудниксен пĕр ушкăнне патшалăх наградисемпе чысланă.

Вырăнти тавара туянăпăр

Чăваш фермерĕсен апат-çимĕçне пысăк лавккасенче уйрăм кĕтесре туянма май пур. Шупашкарти пысăк магазинсенче çакăн пек утравсем йĕркелеме пуçланă. Пĕрремĕшĕ Ленин проспектĕнчи 26-мĕш çуртра уçăлнă. Унта пирĕн çĕр ĕç фирмисем, фермерсем туса кăларакан аш-какайран хатĕрленĕ çимĕçе, сыр тата сĕт юр-варне туянма май пур. Малашне çакнашкал сентресен шучĕ ỹссе пырĕ.

Тĕрев парĕç

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсене тырă хакĕ чакнă май тăкаксене саплаштарма республика правительстви субсиди уйăрса парĕ. Ку йышăнăва сентябрĕн 28-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче тунă.

Тĕнче шайĕнчи фестиваль

 Октябрĕн 17-21-мĕшĕсенче Шупашкарта "Юмахсен каруселĕ" ятпа тĕнче шайĕнчи пукане театрĕсен фестивалĕ иртĕ. Унта хутшăнма кăмăл туса Армени, Белорусси, Вьетнам, Германи, Гонкок, Донецк Халăх Республикинчи, Мускав хулинчи, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Тутарсан, Мари Эл республикисенчи, Владимир, Курган, Новосибирск, Ульяновск облаçĕсенчи театр трупписем заявка тăратнă. Вĕсем октябрĕн 17-мĕшĕнче пирĕн тăрăха килсе çитĕç, хăйсен пултарулăхĕпе ачасене паллаштарĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика