Шкула тапăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 11:50 Просмотров: 36

 Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Ижевскра тискер преступлени пулнă. Раççей Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, хĕç-пăшаллă преступник, нацистсен символикĕллĕ футболка тăхăннăскер, Удмурт Республикин тĕп хулинчи 88-мĕш шкула пырса кĕнĕ - çынсене пеме пуçланă. 17 çын вилнĕ - хуралçăсем, вĕрентекенсем, ачасем. Тата 25-ĕн аманнă. Кайран преступник хăй те перĕнсе вилнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре пурăнакансен тата хăйĕн ячĕпе Ижевскри вилнисен çемйисемпе, тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле хурланнине пĕлтерсе республикăри шкулсенче, вĕрентỹ организацийĕсенче пропуск режимне çирĕплетме хушнă, Шалти ĕçсен министерстви, Росгвардин Чăваш Енри управленийĕ çак ĕçе хутшăнасса шаннине пĕлтернĕ.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика