Пурнăçра ĕçпе киленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 13:09 Просмотров: 212

Пурнăçри çавра паллă, урăхла каласан - юбилей, кашни çыннăнах пулать. Вăл пĕр йĕрсĕр ан юлтăр тесе тăрăшатпăр та. Аслăрах çулхисене Раççей Президенчĕ В.Путин ячĕпе саламлă çыру та килет. Район администрацийĕн, ял тăрăхĕн ĕçченĕсем те килĕсене пырсах ăшă сăмах калама вăхăт тупаççĕ. Ăс-хакăл пуянлăхне, пурнăç ăсталăхне пухнă паллăна çирĕплетекен пулăм та çакă.

Первомайски ялĕнче пурăнакан Екатерина Сорокина та саккăрмĕш теçеткене тахçанах вакланă. Ырă кăмăллă хĕрарăм, тăрăшуллă анне, шанчăклă мăшăр, ăшпиллĕ ватă 75 çулне палăртрĕ, паянхи кун та сывлăхпа çỹрени савăнтарать.

Екатерина Петровна Анат Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çул тытнă. Качча тухсан мăшăрĕпе Çĕрпỹ районĕнчи пĕр ялта ĕçе вырнаçнă. Первомайскине вара вĕсем 1975 çулта таврăннă. Çакăнтах тĕпленнĕ те.

Е.Сорокина шкула ĕçе вырнаçнă. Ульяновскинчи педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе алла диплом илнĕ. Малтан Анат Тăрмăш ачисене вĕрентнĕ. Каярахпа Каншелĕнче химипе биологи предмечĕсемпе уроксене кĕнĕ. 1986-1996 çулсенче сакăр çул вĕренмелли щкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ, 1996-2003 çулсенче ертỹçĕ пулнă.

"Çут ĕç отличникĕ" ята та тивĕçнĕ Екатерина Петровна. Мăшăрĕпе вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. 7 мăнукĕпе тата пĕр кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.

 Сорокинсем пĕр çемье тĕвĕленĕренпе çывăх вăхăтра 55 çул çитет. Пурнăç вĕсене икĕ пиллĕке юнашар лартать.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика