Сывлăха упрасси хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 13:11 Просмотров: 192

Пĕтĕм тĕнчери "Чĕрене хỹтĕлесе" акципе килĕшỹллĕн районта тĕрлĕ мероприяти иртет. Чĕре - çыннăн тĕп органĕ. Тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсемпе çак чире пула 17,5 миллион çын пурнăçран уйрăлать. Статистика палăртнă тăрăх 2025 çул тĕлне çак цифра тата та пысăкланмалла-мĕн. Раççейре кашни иккĕмĕш виле чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе çыхăннă. Районта çак чир вара 11 пин ытла çынна асаплантарать.

 Кăçал районта 32 çын инфаркт илнĕ. Тăххăрĕшне вăл иккĕмĕш хут сусăрлатнă. 20-25 процент чирлисен вăл систермесĕр те иртет. Сахăр диабечĕпе аптăракансене те тиркемест инфаркт. Ытларах 70-75 çулсенчи çынсене хавшатма пăхать. Хĕрарăмсене çулăхать.

Пациентпа врач вăхăтра сиплеве пуçăнни вара чиртен сыхланма май паратех. Чĕрене тимлĕх кирлех. Чире маларах тупса палăртма диспансеризаци пулăшать. Кирек кам та ун витĕр тухма вырăнти педиатр патне е районти тĕп больницăна килме пултарать.

Диспансеризаци тухнă чухне юна, унри холестерина, глюкоза шайне те тĕрĕслеççĕ. Электрокардиограмма, флюорографи кăлараççĕ. 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен маммографи тухмалла. Мазок памалла.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене чир питех аптратмасть. Енчен те юн пусăмĕ 140|90 пулсан артерисем пĕрĕнеççĕ, юн çаврăнăшĕ пăсăлать, инсульт аталанас хăрушлăх ỹсет. Кун пек чухне врач патне каймаллах.

Самăрăлни е ытларах ỹт хушни те сиенлĕ. Эрех ĕçекенсене тата пирус туртакансене инфаркт хăратмаллах.

Сахăр чирĕ те малтанах палăрмасть. Глюкоза организмра ытларах пулни хăш-пĕр органсене сиенлет. Чире çинерех палăртас тесен эндокринолог патне утмалла.

Йывăр ĕç условийĕ е ĕçре тата килте тарăхни чĕрене хавшатать. Çаксем те инфаркт патне çитерме пултараççĕ. Хăвăра лăпкă тытма тăрăшăр. Спортпа туслашни вырăнлă.

Юлташсемпе чуна пусарса калаçни аван. Тĕрĕс апатланма тăрăшăр. Çуллă мар сĕт тата аш-какай продукчĕсемпе усă курăр. Пăтă, пахча-çимĕç, улма-çырла çини усăллă. Çĕр улминчен, шурă рисран, çăнăхран пĕçернĕ апатсене сахаллатăр.

Ытлашши тăварлă çимелле мар. Вăл шыв нумай ĕçтерет. Çавна май давлени ỹсме пултарать. Чĕрепе юн тымарĕсен катастрофи пуласран асăрханăр.

 Хăвăра упрăр. Сывлăхлă пулăр.

Л.КУПКЕНОВА, район больницин врач-кардиологĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика