Экологи уйăхлăхĕ хастартарах пулма ыйтать

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 13:12 Просмотров: 187

 "АВАНГАРД" хаçатра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ эрнере экологи уйăхлăхĕ старт илни пирки пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çанталăкăн уяр кунĕсемпе усă курса Патăрьел, Тăрăн ял тăрăхĕсенче культура, вырăнти администраци ĕçченĕсемпе, старостăсемпе, волонтерсемпе, çут çанталăк тусĕсемпе кỹлĕсемпе юнан шыв хĕррисенчи çỹп-çапа, сапаланса выртакан ăпăр-тапăра тасатнă. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче масарсенче субботниксем ирттернĕ, хăрнă йывăçсене, хыт хурана пуçтарнă.

Аса илтеретпĕр: кĕркуннехи экологи уйăхлăхĕ октябрĕн 30-мĕшĕчченех тăсăлать. Хамăр пурăнакан ял, урам тирпейĕшĕн, парксемпе скверсен, палăксен таврашĕнчи хăтлăхшăн, кỹлĕпе юхан шыв таврашĕнчи, масар территорийĕнчи тасалăхшăн пурте пĕрле тăрăшмалла. Пархатарлă ĕçе хастар хутшăнар, тăван район илемĕшĕн кар тăрар!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика