Район больницине - 3 çĕнĕ автомашина

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 13:20 Просмотров: 203

Республикăри район больницисем валли 48 çăмăл автомобиль кỹрсе килнĕ. Вĕсене "Сывлăх" наци проекчĕн "Регионти сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилесси" проект пулăшăвĕпе туяннă.

Автомашинăсене тухтăрсен мобильлĕ бригадисене пациентсем патне тухса çỹреме, эмелсем, анализсем турттарма тата ытти ĕçре пулăшас енĕпе усă курĕç. Лада-гранта машинăсен уççисене ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Владимир Степанов больницăсен тĕп тухтăрĕсене панă. Çакă ял тăрăхĕсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине тата лайăхрах тума пулăшассине шаннине палăртнă. Пирĕн района та çак чыс çитнĕ: 3 автомашина тивĕçнĕ.

"Сывлăх сыхлавне аталантарас ĕçре пациентсене вăхăтра пирвайхи пулăшу парасси пулса тăрать. Апла пулсан, районти кирек хăш яла та тухтăрсен май пур таран хăвăртрах çитмелле. Автомашинăсене çак тĕллевпе усă курăпăр та. Халăха диспансеризаци кăларас ĕçре те пулăшу кỹрĕçех вĕсем",- тет район больницин тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков савăнăçа пайласа.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика