Донецк, Луганск, Запорожье тата Херсон - Раççей йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:36 Просмотров: 792

 Раççей йышне Донецкпа Луганск Халăх Республикисем, Запорожье тата Херсон облаçĕсем  кĕчĕç. Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Кремльти Георгий залĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата асăннă республикăсемпе облаçсен пуçлăхĕсем Денис Пушилин, Леонид Пасечник, Евгений Балицкий тата Владимир Сальдо килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.

Пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май Владимир Путин çак регионсенче пурăнакансем референдум ирттерсе хăйсен малашлăх çулне палăртни çинчен каларĕ.  Халĕ вĕсем яланлăхах пирĕн граждансем пулса тăраççĕ.

Владимир Владимирович Украинăпа калаçусен сĕтелĕ хушшине ларма хатĕр, анчах «халăхăн çак суйлавне сӳтсе явмăпăр — вăл суйлав тунă, Раççей ăна сутмĕ». Президент Анăç Раççее тапăннине татăклăн сивлерĕ. «Вĕсене Раççей кирлĕ мар, Раççей пире кирлĕ! Эпир Тăван çĕршыва хӳтĕлĕпĕр!» — иккĕленмест Президент.

А. Иванов

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика