Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:39 Просмотров: 827

Октябрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1760 çулта вырăс çарĕсем çичĕ çула тăсăлнă вăрçăра Берлина илнĕ.

Октябрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта совет çарĕсем Кавказшăн пынă çапăçусенче нимĕç-фашисчĕсене çапса аркатнă.

Октябрĕн 14-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Собибор концлагерĕнче восстани пулнă. Концлагерьтен тарассине совет офицерĕ Александр Печерский йĕркеленĕ. Унăн паттăрла ĕçне халалласа "Собибор" фильм ỹкернĕ.

Октябрĕн 14-мĕшĕ. Çак кун 1811 çулта Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕсем Рущук патĕнче 20 пинлĕ турккă çарне çапса аркатнă.

Октябрĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1813 çулта вырăс çарĕсем союзниксемпе пĕрле Лейпциг патĕнче Наполеон çарĕсене çĕнтернĕ.

Октябрĕн 20-мĕшĕ. Çак кун 1827 çулта вырăс флочĕ хăйĕн союзникĕсемпе пĕрле Греци çыранĕсен хĕрринче иртнĕ çапăçура турккăсен флотне çапса аркатнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика