Пичет ĕçченне - юбилей медалĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:40 Просмотров: 759

 2022 ÇУЛ Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ çулталăк, тăван районăмăра йĕркеленĕренпе 95 çул çитрĕ. Юбилей кунĕ асра юлмалла кĕрлесе иртсе кайрĕ пулин те унăн ахрăмĕ паянхи кун сисĕнет-ха. Коллективсенче район пурнăçĕнче хастарлăх кăтартнă, тỹрĕ чунпа тăрăшнă ĕç паттăрĕсене "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медалĕпе чысласси малалла пырать. Вĕсен тепĕр ушкăнĕ çак чыса районта Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уявсенче тивĕçрĕ.

Иртнĕ эрнекун районта тухса тăракан "Авангард" хаçатпа типографи ветеранĕсене те çак ятпа чыс турĕç. Хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, сывлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ, пичет ĕçĕнче çур ĕмĕре яхăн (вăл шутра 19 çул тĕп редактор пулнă) тăрăшнă Алексей Салмин ĕç ветеранне "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медальне тивĕçнĕ ятпа саламларĕ.

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика