Вăйă шухăшлава аталантарать

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:52 Просмотров: 838

 Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансенчен ытларахăшĕ çăмăл е йывăр атлетикăна килĕштереççĕ, волейболла е футболла выляма кăмăллаççĕ. Шашка-шахмата алла илекенсене кирек епле çанталăк та кансĕрлемест. Кăмăл туртăмĕ çеç кирлĕ. Ку енĕпе паллă шахматистсемпе вĕрентекенсем, преподавательсем, ашшĕ-амăшĕ çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче. Çакна республикăри "Шахмат тĕнчинчи манăн кумир" эссе конкурсĕ те уççăн çирĕплетет. Унта вĕрентỹ организацийĕсенчи 200 ытла ача хутшăнчĕ. Раççейри арçынсем хушшинчи 75-мĕш, хĕрарăмсен 72-мĕш чемпионатăн супер финалĕ вĕçленчĕ. Конкурс комиссийĕ хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ, кашни ĕçе пăхса тухса хак пачĕ. Вăтăрĕшĕн пултарулăхне палăртрĕ. 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулăн 11 класĕнче пĕлỹ пухакан Ксения Киргизова эссе çырса мала тухрĕ. Çĕнтерỹçĕсене "Газпромбанк" пĕрлешĕвĕн парнисемпе хавхалантарчĕç.

Сăмах май, çакна та палăртмалла. Асăннă шкулта шахмат вăййине вырăна хураççĕ. Кружок ĕçлет. Уроксем те иртеççĕ. И.Козлов наставник вĕренекенсене вăйă шухăшлава аталантарма пулăшнине çирĕплетет.

Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ те пур. Ачасем район, республика шайĕнчи конкурссене тăтăш хутшăнаççĕ, мала тухса савăнтараççĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика