ПИРĕН ЕНТЕШ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2022, 16:38 Просмотров: 314

Журналист, СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш АССРĕн тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Сергей Афанасьевич Карягин (20.11.1932-13.07.2021) 90 çул каялла Кивĕ Ахпỹртре çуралнă.

С. Карягин - Канашри учительсен институчĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. Ĕç биографине Анат Туçари çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕрентекентен пуçланă. Туçари вăтам шкулта завуч, "Гвардеец" колхозăн партком секретарĕ, Патăрьел районĕн КПСС райкомĕн 2-мĕш секретарĕ пулса тăрăшнă. 1976-2000 çулсенче Шупашкарта ĕçленĕ: хамăр корреспондент, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ, "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатăн тишкерỹçи. 2002-2006 çулсенче - республикăри "Астăвăм" кĕнеке редакторĕ. Çавăн пекех Сергей Афанасьевич ял çыннисем пирки нумай-нумай очерк çырнă.

Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ентешĕмĕр "Хисеп палли" ордена, Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, СССР Журналисчĕсен союзĕн, Чăваш Республикин тата ытти тĕрлĕ Хисеп хутне илме тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика