Çарти туслăх манăçмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2022, 15:44 Просмотров: 236

 Ракета тата артиллери çарĕсен ветеранĕсем Патăрьелĕнчи "Арбатри" палăк умĕнче хăйсен уявне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен канашĕн районти председателĕ Сергей Шадиряков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Сергей Толстов, ракета тата артиллери çарĕсен ветеранĕсен районти ертỹçи Алексей Сурнаев, тĕрлĕ çар юхăмĕн представителĕсем саламларĕç.

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче тĕрлĕ çар ветеранĕсен канашĕн председателĕсемпе хастар членĕсене - Анатолий Быкова, Анатолий Казенова, Алексей Сурнаева, Ромео Нягина, Виталий Яковлева, Геннадий Кошкина, Михаил Харитонова, Ромул Михайлова, Петр Иванова, Николай Цветкова, Илья Васильева, Петр Ибетова, Юрий Маркиданова "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" юбилей медалĕпе чысларĕç.

 Ветерансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Патăрьелĕнчи монумент тата Граждан вăрçинче кун-çулĕ татăлнă Петр Егорович Крепков паттăра хисеплесе çĕкленĕ Кĕçĕн Патăрьелĕнчи палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, район центрĕпе авточупу ирттерчĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика