Туризма аталантарма

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2022, 12:18 Просмотров: 202

 Паян Шупашкарта "Чăваш Енри туризм" пĕрремĕш форум уçăлнă. Вăл декабрĕн 2-мĕшĕччен тăсăлĕ. Тăхăр сесси иртттерме палăртнă. Унта "Чăваш Ен - реабилитаци центрĕ", "Нумай сăнлă Чăваш Ен", "Промышленность туризмĕ", "Чăваш Республики - ачасен куçĕпе", "Туризма аталантаракан кадрсем", "Аслă Атăл", "Туристсене илĕртекен хуласем", "Ял хуçалăх туризмĕ", "Турист картти" ыйтусемпе тухса калаçĕç. Ку ĕçе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Раççей туриндустри союзĕн вице-президенчĕ Ольга Санаева, "FUN&SUN" туроператорăн пуçлăхĕн çумĕ Александр Сирченко, Мускав хулинчи туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен проект офисĕн гендиректорĕн çумĕ Мария Киселева тата ыттисем те хутшăнĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика