"Каçпа сирĕн ача килте-и?"

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 12:46 Просмотров: 937

ÇАК ыйту паян çул çитмен ачан кашни ашшĕ-амăшне пырса тивмелле, шухăшлаттармалла, ку тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕнче, Чăваш Республикинче кăларнă саккунсене çирĕп пăхăнмаллине, уншăн явап тытмаллине те аса илтермелле. Кун валли сăлтавĕ çук мар. Районта та çул çитмен ачасем усал ĕçпе, преступленипе çыхăннă тĕслĕхсем ытларах каçхи шăплăхра, çын сахал çỹренĕ чухне пулса иртеççĕ. Çавăнпа та 18 çул тултарман ачасем ашшĕ-амăшĕсĕр е аслисемсĕр уйрăммăн ирĕк памасăр урама тухма юраман вăхăтра йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен аллине çаклансан çакăншăн явап тытмах тивет. Шел пулин те ун пек тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ. Акă, çак кунсенче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче ытти ыйтупа пĕрлех Патăрьелĕнче çĕрле ушкăнпа хăйсем тĕллĕн çеç урамра çỹрекен хĕр ачасен ячĕпе çырнă протоколсене пăхса тухрĕç. Çакскерсем пурте калаçса татăлса Перекет банкĕн банкоматне картти çинчи балансне тĕрĕслеме тухнă имĕш... Анчах мĕншĕн çĕрле? Мĕншĕн маларах мар? Саккун йĕркине пăхăнман хĕрсем пирки комиссие чĕнтернĕ амăшĕсен хурав пама, çав вăхăтрах пите хĕретме те тиврĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика