Ивановсен çемйи чыслава тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 12:48 Просмотров: 924

 И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура çуртĕнче "Çулталăк çемйи-2022" республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Яковлевсен çемйи çĕнтерỹçĕ пулнă. Конкурсра Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне 5 ача çитĕнтерекен Ивановсем хỹтĕленĕ. Вĕсем Патăрьелĕнче пурăнаççĕ. Ивановсене "Ĕçе юратакан çемье" номинаципе чысланă.

 Ивановсем районта, ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Конкурссемпе ăмăртусенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çемье килĕшỹллĕ те туслă.

А. ИВАНОВА

Редакцирен:

Ивановсен çемйипе эпир вулакансене "Авангард" хаçатăн кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă номерĕнче тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Вĕсем пирки "Ашшĕ - ыраш хăмăлĕ, амăшĕ - унăн кăмăлĕ" материал пичетленсе тухнăччĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика