Ватлăхри телей – ачисенче

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 12:51 Просмотров: 897

 Хăнăхнă йăлапа кашни кунах ирпе ирех вăранать ĕç ветеранĕ. Кил картишне тухса выльăхсене пăхать, хуçалăхри тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тимлет. Кулленхи ĕç-хĕле палăртасси, умма тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçласа пырасси, кайран пĕтĕмлетесси халĕ те пырать унра.

Çирĕп ăс-тăнлă, яштака кĕлеткеллĕ, çутă сăн-питлĕ хĕрарăм вăхăта усăсăр ирттернине курман. Çĕр улми, выльăх кăшманĕн, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕр анисем çу каçипех таса та тирпейлĕ унăн. Çурт умĕнчи пахчара та тĕрлĕ çимĕç çитĕнет. Унсăр пуçне кашни йăран сиктерсех куçа шартаракан чечек çеçкисем илĕртсе лараççĕ. Пахча çуркунне ир пулакан чие çырли чечеке ларнинчен ырă шăршă кăларма пикенет те кĕркунне хризантемăсем юр çуса хупланичченех кăмăла çĕклет. Хĕл кунĕсенче вара çак илем пỹрте куçать.

Çĕр ĕçĕпе тăрмашнипех киленсе лармасть Анат Туçари Светлана Астраханцева. Хĕллехи вăрăм каçсенче алă ĕçĕ тăвать. Алсиш-чăлха çыхать. Çамрăксенчен юлмасăр канвапа тĕрĕ тĕрлет. Вĕтĕ шăрçапа ăсталанă пейзажсем, çынсен, выльăх-чĕрлĕх кỹлеписемлĕ тĕрĕсем те сахал мар çуртра. Ку енĕпе хĕрĕпе кинĕ те унран ỹксе юлмаççĕ.

Ырă чун-чĕреллĕ, харсăр ачасем ỹстерме пултарнă Светлана Константиновнăпа Николай Петрович. Ашшĕ-амăшĕн тепĕр пархатарлă ĕçĕ çакă. Хĕрĕсемпе ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурне те çемьелентерсе пỹрт-çурт лартса пама пулăшнă. Ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсене сăпайлăха, ырă кăмăллăха, çынлăха вĕрентнĕ. Аслă хĕрĕ Надя Патăрьелĕнчи çемье врачĕн офисĕнче медицина сестри пулса ĕçлет. Саша ывăлĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать пулин те ялта темиçе çĕр пайĕнче севок çитĕнтерет. Çĕрпе ĕçлемелли кирек хăш техники те çителĕклех. Таня хĕрĕ Мускав çумĕнче тĕпленнĕ. Пĕринчен тепри харсăр та ĕçчен. Улмисем йывăççинчен аякка ỹкмен.

Николай Петрович хăй те водительте ĕçленĕ. Светлана Константиновна вара ĕне фермине утнă. Пĕрле ĕçленĕ Надежда Солдатова, Александра Кузнецова, Лидия Долгова, Валентина Щукина, Раиса Сверчкова, Леонид Сурков тата ыттисем те паянхи кун та унăн харсăрлăхне палăртаççĕ. Темиçе хутчен те правлени членне суйланă ăна. Фермăра ĕçленĕ хушăрах çемье выльăх кăшманĕн, сухан-севокăн пайĕсене те илнĕ.

Паян Светлана Константиновна капмар çуртра ( шел, мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлчĕ) пĕчченех пурăнать. Кану кунĕсенче çурт умне çăмăл машинăсем килсе лараççĕ. Пурте парнесемпе, кучченеçсемпе амăшне сăйлама пăхаççĕ. Ку хутĕнче сăлтавĕ те пур. Пурнăç парнеленĕ хаклă çынна ăшшăн çупăрласа 70 çулхи юбилейпе саламласа хăйсен юратăвне палăртаççĕ. Çакă мар-и вара амăшĕн телейĕ? Çывăх тăванĕсем те пĕр кĕрекене лараççĕ. Ырлăх-сывлăх, телей сунса çак сăмахсене калаççĕ:

Юбилей çитсен кĕреке аван,

Ватлăху умра, хытă ан кулян.

Пуçна та ан ус, пĕччен пурăнсан

Çурт-йĕрỹ тулать ачусем пуртан.

Мăнукĕсем тăваттă Светлана Константиновнан. Вĕсем те шкул саккинчен уйрăлса пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленеççĕ, техникумсемпе аслă вĕренỹ учрежденийĕсен çулне такăрлатаççĕ. Алла диплом илсе çар тивĕçне пурнăçлани те пур.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Февраль 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика