Алă ĕçĕн чăн ăсти

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 12:51 Просмотров: 982

 Чăваш тĕрри кунĕ тĕлне "Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" проектпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи "Звездочки" ушкăнра педагогпа музыка ертỹçи мероприяти ирттерчĕç. Унта ача садне çỹрекенĕн асламăшне те чĕнчĕç. Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Галина Илюткина тĕрлес енĕпе маçтăрах çав. Вăл асамлă арча вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ. Хăй тĕрленĕ кашни тĕрри çинчен каласа пачĕ. Алă ĕçĕсен хушшинче вĕтĕ канвапа е вĕтĕ шăрçапа ăсталанисем, чăваш орнаменчĕпе илемлетнисем те сахал мар. Кашнийĕшĕ илĕртỹллĕ. Пĕрисенче çут çанталăк сăнарланнă. Теприсенче - çынсен е кайăк-кĕшĕк кỹлеписем... Ăстаçă ачасене хăй пуçласа алла хăçан йĕп тытма пуçлани таранах каласа пачĕ. Ĕç çынна илем кỹнине палăртрĕ. Асанне (ачасем ăна çапла чĕнеççĕ) миçе çынна парне кỹмен-ши тĕррисене? Шутласа та кăлараймăн. Галина Алексеевна чăваш юррине шăрантарса пани те тыткăна илчĕ ачасене.

Мероприяти вĕçĕнче Галина Илюткина хăй тĕрленĕ икĕ ĕçне "Звездочки" ушкăна парнелерĕ. Ачасем парнешĕн тав турĕç. Малашне те вĕсем патне интереслĕ калаçусем йĕркелеме, тĕррисене кăтартма килсе çỹреме ыйтрĕç.

М. КИСЕЕВА, Т. БАЗУНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика