Командировка

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 12:55 Просмотров: 919

Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулĕсенче вăтам шкул программине тĕрлĕ предмет кĕртме тытăнчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Дмитрий Енилин мана чĕнсе илчĕ те автодело ачасене вĕрентме пуçăнассине пĕлтерчĕ. Эпĕ килĕшрĕм.

 Çак çулах декабрьте Беларуçри Барановичи хулинчи пĕр заводран ГАЗ-51 автомашина илсе килме наряд пачĕç. Анчах пĕччен тухса каяймастăп. Манпа пĕрле НВП вĕрентекенне Леонид Сорокина яма пулчĕç. Эпир çула тухма лайăх хатĕрлентĕмĕр, инструментсем, спецовкăсем илтĕмĕр. Çавна май япала самаях пуçтарăнчĕ.

 Пуйăс çине ларсан Леонид Петрович аслă лейтенант формине тăхăнчĕ. Ăна кура эпĕ те лайăх тумлантăм, галстук çыхрăм. Пирĕн çине çынсем шикленсе пăхма пуçларĕç.

Акă Барановичине çитрĕмĕр. Документсене панă хыççăн пире 5 кун кĕтме каларĕç. Пушă вăхăтпа усă курса Брест крепоçне кайса куртăмăр. Апат çиме вара ресторана çỹрерĕмĕр. Чăвашла калаçса ларни официантсене тĕлĕнтерчĕ пулмалла: пире тăрăшсах итлеме тытăнчĕç. Пĕри чăтаймарĕ: "Эсир ăçтан?" - тесе ыйтрĕ. Эпĕ "Польшăран",- терĕм вăлтса. Вĕсем пирĕнпе кăсăкланма пăрахмарĕç. Юлашкинчен эпĕ вĕсене чăвашран пулнине каларăм.

Машинăна заводран илсе тухрăмăр. Пирĕнпе пĕрлех Курск облаçĕнчи çынсем Мускава çити пыма калаçса татăлчĕç.

Çула тухрăмăр. Вĕсем хăвăртлăха самай ỹстерчĕç, пирĕнтен иртсе кайрĕç. Эпир майĕпен кăлтăртаттарса çеç пыратпăр. Çĕрле 12 сехет тĕлнелле пире алă çĕклесе чарчĕç. Хайхи Курск облаçĕнчи юлташсем пулчĕç. Вĕсен машини сỹнсе ларнă, хăйсем шăнса кỹтнĕ. "Пурте чиперех, анчах машина чĕртĕнмест",- теççĕ. Эпĕ тĕрĕслеме тытăнтăм. Часах кăлтăкне тупса палăртрăм, юсарăм. Юлташсем савăнсах кайрĕç, мана мухтаса пĕтереймеççĕ. "Александр Степанович, эс пулмасан вĕсем кунтах шăнса вилетчĕç",- терĕ Леонид Сорокин. Çула малалла тăсрăмăр.

Мускавалла çитсе пыратпăр. Пĕр вырăнта вăрман касаççĕ. Пĕчĕк чăрăшсем купаласа хунă. Чарăнтăм. "Пĕр-ик чăрăш илме юрать-и?"- ыйтрăм пĕринчен. Лешĕ юлташне чĕнсе илчĕ. Вăл хирĕçлемерĕ. Çапла вара машина çине пĕр 10 чăрăш тиерĕç. Мускавра мăшăрăн тетĕшĕсем пурăнакан кил умне чарăнтăм. Машина кузовĕ çинчи чăрăшсене курсан çынсем пуçтарăнма пуçларĕç: пĕри те тепри Çĕнĕ çулăн йывăçне ыйтать манран. Эпĕ инкене чĕнсе тухрăм та вăл ăна хăй валли суйласа илчĕ. Ыттине вара çавăнтах сутса ячĕ.

Тăвансем патĕнче хăналаннă хыççăн килелле васкарăмăр. Каç енне Чулхулана çитсе выртрăмăр. Ирех çутăлнă-çутăлман каллех çула тухрăмăр. Пĕр чарăнура арçынна тĕл пултăмăр. "Кстово аякра-и?"- тесе ыйтрăм. "Тепĕр 350 çухрăмран эсĕ Арзамас хулине çитетĕн",- терĕ хайхискер. Каялла Чулхулана çул тытрăмăр. Манăн бензин пĕтсе пынине асăрхарăм. Талон та 50 литр валли çеç юлнă. Çавна май заправкăна кĕтĕм. Машинăна колонка патне лартрăм. Пăхрăм та колонка ĕçлесе ларать. Часрах бака уçрăм та шланга чикрĕм. Бак тулчĕ. Шланга каялла хăй вырăнне çакса хутăм. Машинăна ларса çил пек вĕçтертĕмĕр. Колонка манран та ĕçлесех юлчĕ.

Унтанпа чылай çул иртрĕ. Çапах та çак командировка асран тухмасть. Ара, мĕн чухлĕ тĕлĕнтермĕш пулса иртрĕ ун чухне. Аса илỹ - куç умĕнчех.

Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика