Пушар, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ, налук тата ытти ыйту тавра...

Категория: Публикации Опубликовано: 06.12.2022, 08:33 Просмотров: 791

 Ĕнер, декабрĕн 5-мĕшĕнче, район администрацийĕн Пысăк залĕнче анлă лару иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, организаци-предприяти, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем хутшăнчĕç. Анлă ларăва Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйту çынсем 2021 çулта налука тỹленин пĕтĕмлетĕвĕпе çыхăнчĕ. Унпа РФ налук службин управленийĕн Чăваш Республикинчи Комсомольски подразделенийĕн тĕп патшалăх налук инспекторĕ Геннадий Филиппов паллаштарчĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм çынсенчен тĕрлĕ налук кĕресси начар мар,106 процент пурнăçланнă.

Умра - хĕллехи шартлама сивĕ кунсем. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнса инкек-синкекран асăрханасси, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче те ку тĕлĕшпе тимлĕ пуласси, хĕллехи вăхăтра çул-йĕр çинче йĕркене пăхăнасси пирки районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Андрей Симуков, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ Алексей Быков тухса калаçрĕç.

Ырă йăла-йĕркене малалла тăсса Çĕнĕ çулхи савăнăçлă уяв умĕн районта пурăнакансем, организаци-предприяти, учрежденисем хушшинче декабрĕн 1-22-мĕшĕсенче йĕркелекен "Çутăсен асамлăхĕ" конкурс йĕркипе район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ Наталия Никитина, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков паллаштарчĕç.

Ларура уйрăм хастарсене тивĕçлĕ наградăпа чысларĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика