Юбилей ячĕпе - Президент саламĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.12.2022, 08:46 Просмотров: 759

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче арçынсем пекех хĕрсене те Хĕрлĕ çара чылай илнĕ. Хăрушă тапхăрта, сăмахран, Сăкăт ялĕнчен фронта икĕ чиперккене ăсатнă.

 1942 çулхи апрельте çав вăхăтри район центрĕнче, Чкаловскинчи (хальхи Шăнкăртам) почтăра телеграфиста хăнăхакан, маларах Сăр хỹтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте тăрăшнă Мария Николаевна Артамонова гимнастеркăпа атă тăхăннă, Хусан хулинче çар çыхăнуçи пулма вĕреннĕ. Сывлăш сăнавĕн, хыпарлавĕн тата çыхăнăвĕн посчĕсен специалисчĕ кайран Ижевскра кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курсра пĕлĕвне ỹстернĕ, кĕçĕн сержант пулса тăнă. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç пыракан çапăçусене вăл 1943 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи февралĕн 17-мĕшĕччен пост начальникĕ пулса хутшăннă. Ятарлă вышка çине хăпарса хĕрсем çĕрĕн-кунĕн, кирек мĕнле çанталăкра та бинокльпе тỹпене сăнаса тăнă, тăшман самолечĕсене сасран палласа вĕсем мĕн çỹллĕшĕнче, мĕнле хăвăртлăхпа тата курспа вĕçнине ПВО çар команда пунктне пĕлтерсе тăнă.

Вăрçă чарăннă хыççăн Мария службăна Днепр çинчи Хортица утравĕнче, Запорожье тĕлĕнче, малалла тăснă. Килне вăл çав çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче таврăннă. Çыхăну ĕçне пĕлекен хĕре кĕçех Сăкăтри почта уйрăмĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Çакăнта вăл вăтăр çул ытла вăй хучĕ. Хăйĕн ĕçри тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтрах общество ĕçĕсене те хастар хутшăннă, вырăнти власть органĕн депутачĕ, агитатор пулнă. Пĕрлех 1950 çулта качча тухса упăшкипе, Инçет Хĕвел тухăçĕнче милитаристла Японипе çапăçнă Александр Антонович Никифоровпа, ултă ача (икĕ ывăл та тăватă хĕр) çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ чылай çул районти шалти ĕçсен пайĕнче, унтан ял Совет председателĕнче, колхоз бригадирĕнче тăрăшрĕ. Паян Мария Николаевнан 14 мăнук, 16 кĕçĕн мăнук.

Тивĕçлĕ канăва тухсан (ачисем хулана кайса пĕтрĕç, мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ), ватлăхра Маюк аппа Шупашкара кайрĕ. Ун хыççăн та вăл чылай çул çуллахи вăхăтра ялти çуртне пăрахмасăр килсе çỹрерĕ. Халĕ аэропорт тĕлĕнчи ялта аслă хĕрĕ патĕнче пурăнать.

Çак кунсенче Мария Николаевна пĕр ĕмĕр тултарчĕ - 1922 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Çулĕсем самаях пуçтарăннă пулсан та, лайăх утаймасан та вăл паян та ăс-тăнлă, тем те пĕлет, çывăх çыннисемпе телефонпа калаçса тăрать, пурнăçĕсемпе интересленет. Патăрьелсем паллă ентеше асра тытаççĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ ăна район 95 çул тултарнă ятпа кăларнă медальпе наградăланă. Юбилей кунĕнче ун патне Мускавран, Раççей Президенчĕн канцелярийĕнчен ятарлă çыру çитнĕ. Владимир Владимирович Путин ăна сумлă юбилей ячĕпе чĕререн саламланă, вăрçăри паттăрлăхĕсемшĕн, мирлĕ çулсенчи пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав тунă, хăйне тата çемйине ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă.

Н. ЛАРИОНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика