Флот ветеранĕсене - медальсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.12.2022, 08:49 Просмотров: 770

Çак кунсенче районти "Морское братство-союз моряков" обществăлла организацин председателĕ Анатолий Казенов, пĕрлĕх членĕсем - Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Александр Нягин, Владимир Паймуллин - Анат Туçара пурăнакан Петр Баранова тата Çĕнĕ Ахпỹртри Виталий Комарова "За преданность военно-морскому флоту" медаль парса чыс тунă. Ветерансем иккĕшĕ те Лăпкă океан флотĕнче çар службине ирттернĕ: Петр Семенович 1955-1959, Виталий Петрович 1960-1964 çулсенче.

 П. Баранов торпеда катерĕсен подразделенийĕнче команда начальникĕ пулнă, карапсемпе шыв айĕнчен ишекен кимĕсем валли çар торпедисене тĕрĕслессипе тимленĕ, ăна çар командованийĕ пĕр хутчен мар Тав хучĕ парса чыс тунă.

Петр Семенович служба хыççăн "Гвардеец" колхозра тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. "Районти чи лайăх бригадир" хисеплĕ ята (1979), Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотине(1979) тивĕçнĕ, унăн ячĕ районти Хисеп хăми çинче те пулнă.

В. Комаров флот ветеранĕ комендор çар специальноçне алла илнĕ, службăна "Пингвин" карап çинче малалла тăснă, зенит артиллерийĕн комендорĕ, комендорсен отделени командирĕ пулнă. Служба хыççăн тăван "Родина" колхозра тăрăшнă.

В. ПАЙМУЛЛИН, флот ветеранĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика