Сиен ан кỹтĕр компьютер

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2022, 09:19 Просмотров: 666

Хирти Пикшикри вăтам шкулăн 6а класĕнче вĕренекенсем "Интернет юлташ е тăшман" темăпа калаçу пуçарчĕç. Малтанах Э.Усманова класс ертỹçи Раççейри компьютер аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Ку чухнехи пурнăçра шутлав техники çыншăн юлташ та, пулăшакан та, вĕрентекен те пулнине çирĕплетрĕ. Çав вăхăтрах вăл каварлă тăшман та-мĕн. Тепĕр чухне ачасем кирлĕ-кирлĕ мар вăйăсене хутшăнаççĕ. Шăпах çавна сивлесси патне илсе çитерчĕ çитĕнекен ăрăва вĕрентекен.

Ачасем социаллă сетьсемпе мĕнле усă курмалли йĕрке çинчен калаçрĕç. Компьютер вĕренỹре усă кỹнине палăртрĕç. Эльмира Фенисовна ачасем патне ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ кирлине те палăртса хăварчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн вара çывăх çыннисене хăйсене те кирек хăçан та пулăшма хатĕр пулмалла.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика