"Çĕнтерỹ кунĕчченех чăлха çыхăп"

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2022, 09:21 Просмотров: 652

 Ĕç пỹлĕмне аллине пысăк хутаç тытнă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Мобилизаци йĕркипе Украинăри çар операцине кайма хатĕрленекенсем валли 13 мăшăр чăлха çыхнă вăл. Ăна ăçта çитермеллипе интересленет. Маларах тат ĕа 3 мăшăрне ялтан каякан хỹтĕлевçĕсене парса янă.

Ỹркенменлĕхĕ, çынсене чун ăшшине пама хатĕрри палăрчĕ унра. Анат Туçара пурăнакан Валентина Перепелкина çынна ырă тума тăрăшнине халиччен те пĕр хутчен çеç мар илтнĕ-ха. Хăйсен ачисем çитĕнсе пынăран вăхăтĕнче Патăрьелĕн- чи шкул-интернатра вĕренекен çурма тăлăх ачасене çуллахи, хĕллехи каникул кунĕсенче килне те илсе кайнă. "Çемьере пурăнма хăнăхчăр. Çăкăр чĕлли тытса касма та, çĕр улми шуратма та пĕлмеççĕ-çке",- тетчĕ. Ĕçе хăнăхтарма тăрăшатчĕ. Паянхи кун та интересленет вĕсемпе. Çыхăну тытать. Кирлĕ чухне пулăшма тăрăшать.

76 çулта пулин те Валентина Васильевна алă усса лармасть. Кĕркуннехи-хĕллехи вăрăм каçсенче алă ĕçĕ тытать. Çав çула çитнĕскер çавăн чухлĕ чăлха çыхнинчен тĕлĕнмелĕх пурах. Вăрçă тертне те ас тивме тивнĕ унăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен ашшĕ контузипе килнĕ. Хаяр çапăçусем вăхăтĕнче шурлăха лекнĕрен сывлăхĕ чаплах пулман. Каярахпа та госпитальте темиçе хутчен сипленме тỹр килнĕ.

 Валентина Васильевна çак яла качча килсен библиотека заведующийĕнче ĕçленĕ. Культура çуртĕнче мĕнле мероприяти çеç ирттермен-ши? Хăй çырнă "Вăрçă кулач çитермест" спектакле те сцена çине пĕр хутчен çеç кăларман.

Паянхи салтаксене май килнĕ таран пулăшасшăн вăл. Кашни чăлха ăшне çыру çырса чикнĕ. Акă мĕнлерех йĕркесем унта: "Ырă кун, хисеплĕ хỹтĕлевçĕ! Эсĕ манăн ывăл е мăнук пулатăн, çавах. Эпĕ кашни каçах санăн сывлăхушăн кĕл туса çывăрма выртатăп. Пирĕшти хỹтĕлетĕр сана. Паттăр пулса киле хăвăртрах таврăн. Çĕнтерỹ кунĕчченех чăлха çыхăп. Урăхла сире пулăшаймастăп. Пĕрле çĕнтеретпĕрех.

Валя аппăр, асаннĕр".

Валентина Васильевна пирĕнпе сыв пуллашнă хыççăн районти социаллă хỹтлĕх центрне, унтан çип илме пасара тухса утассине пĕлтерчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика