Наука тĕнчине çул хываççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2022, 09:21 Просмотров: 693

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта "Робот техники патне пирвайхи утăмсем тата физика сăнавĕсем" темăпа 5-6 классенче вĕренекенсемпе мероприяти иртрĕ. Ăна Л.Субханкуллова вĕрентекен йĕркелерĕ. Ачасем наука тĕнчине çул хыврĕç. Алă айĕнчи материалсемпе тĕрлĕ сăнав турĕç. Робот техникине тишкерчĕç. Унпа ĕçлемелли программăпа мастер-класс ирттерчĕç. Ку чухнехи вĕренекен манипулятор аллипе мĕнле ĕçлеме пултарнине сăнарĕç. Вырăнта ларсах тем те тума пулать иккен. Çакă вĕренỹ предмечĕсем патне çывăхрах та туртăнтарать.

Ачасен ăсталăхне ỹстерме те пулăшать. Робот техникин ĕмĕрĕ малашлăхра-çке.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика