Хĕлхем çиçтĕр куçăрта

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2022, 09:22 Просмотров: 673

Кзыл Чишмари ваттисен çуртĕнче ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç пире. Чăннипех те килте пĕр-пĕччен тăрса юлнă асатте-асаннешĕн пурăнма меллĕ кунта. Ăшă, хăтлă. Килте хĕл кунĕнче пĕр витре шыв ăсса кĕресси те тертлĕ ватлăхра. Сывлăхĕ те хавшать.

30 çын пурăнать кунта. Выртса тăраканнисем 16ăн. Паллах, ыттисем те ку çурт алăкне ахаль уçса кĕмен. Вĕсене тăххăрăн пăхаççĕ.

Ватăсемпе калаçнă май çакна пĕлтĕмĕр. Вĕсем патне кунта çителĕклĕ тимлĕх уйăраççĕ, тутлă çитереççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри О.Иванова терапевт сывлăхĕсемпе интересленет. Кирлисене вăхăтра сиплет. Эмелне çеç мар, ăшă сăмахне те çитерет.

Эпир те ватăсен кăмăлне кăштах çемçетес терĕмĕр. Туçари "Çăлкуç" ушкăн (ертỹçи В.Глинкин) тата Красномайски ялĕнчи "Хавас" ансамбль (С.Мышова) пĕрле юрă-ташăпа савăнтарма шут тытрăмăр.

 Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр ертỹçи А. Воробьева тата ваттисен çурчĕн ертỹçи А. Иванова ăшшăн саламланă хыççăн юрăçсемпе сăвăçсем сăмах илчĕç.

Юрă хыççăн юрă янăрарĕ, сăвăсем вуланчĕç. Ватăсен куçĕ шывланчĕ. Пĕрле хутшăнса юрлакансем те пулчĕç. Пирĕн йышри А.Бельдекова çамрăк юрăç "Кỹршĕ ялта кукамай, тăван ялта асанне" юрра шăрантарнă хыççăн чылайăшĕ шухăша кайрĕ, тен мăнукĕсене аса илчĕç. Артистсене тав турĕç, малашне те килсе çỹреме ыйтрĕç.

А. КУЗНЕЦОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика