Çамрăк педагогсене - тĕрев

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2022, 10:29 Просмотров: 510

Чăваш Енри ялсемпе пĕчĕк хуласенчи шкулсене ĕçлеме вырнаçнă çамрăк вĕрентекенсене пĕр хутчен паракан тỹлевпе хавхалантарĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев указ кăларнă. Вăл 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.

Ялсенчи шкулсене ĕçлеме килсессĕн пĕрремĕш ĕç çулĕшĕн 20 пин тенкĕ, иккĕмĕш ĕç çулĕшĕн - 40 пин, виççĕмĕш ĕç çулĕшĕн 60 пин тенкĕ тỹлĕç. Çавăн пекех 50 пин таран çын пурăнакан хуласенчи (Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне хулисенче) вĕрентỹ учрежденийĕсенче ĕçлеме килĕшнисене 10, 20, 30 пин тенкĕ парĕç. "Вĕрентỹ тытăмĕнче кадрсен çитменлĕхĕ палăрать. 2022 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вакансисен шучĕ 500-е яхăн çитнĕ. Йышăннă пулăшу шкулсене кадрсемпе тивĕçтерĕ",- палăртнă Олег Николаев.

Шухăш

Ирина Рубцова, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ:

- Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕ питех те вăхăтлă. Патшалăх пулăшăвĕ ĕçе пуçăнакан çамрăксене хавхалантарасса шанас килет. Пирĕн районта та педагогика кадрĕсем çитмеççĕ. Физика, математика, информатика предмечĕсемпе вакансисем пур. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 7 çамрăк специалист ĕçе пикенчĕ. Малашлăхра ырă улшăнусем тата та пуласса шанатпăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика